Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Германи кунӗсем

Персона

Республикӑра Германи кунӗсем иртнӗ чух (ун пирки эпир пӗлтернӗччӗ) наци вулавӑшӗнче те тӗрлӗ мероприяти йӗркеленӗ-мӗн. Вулавӑш шучӗпе чи паллӑ пулӑм шутӗнче — «Сассӑр кино + чӗрӗ кӗвӗ» ятпа киноконцерт йӗркелени. Унта Алексей Айгипе Ансамбль 4'33'' хутшӑннӑ.

Геннадий Айхи ывӑлӗ Алексей Раҫҫейри чи паллӑ кинокомпозиторсенчен пӗри пулнине пурте, тен, пӗлмеҫҫӗ те пулӗ. Вӑл — Валерий Тодоровскин «Страна глухих» тата «Любовник» фильмӗсем, Владимир Хотиненкон «Гибель империи» тата «Достоевский» сериалӗсем тата ытти валли музыка ҫыраканӗ.

Наци вулавӑшне Алексей Айхи «Hard Disc» музыка дискӗ тата «ОРДА» фильм валли хатӗрленӗ саундтрека парнеленӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 29

1848
178
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1903
123
Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть